Mark 3:20-27
Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?
(Мф. 12:22-32; Лк. 11:14-23; 12:10)
20Иисуспа вӗренекенӗсем пӗр ҫурта кӗнӗ. Каллех халӑх нумай пуҫтарӑннӑ пирки вӗсен апат ҫиме те май пулман. 21Иисусӑн ӑс-пуҫӗ йӗркеллех мар тенине илтсен тӑванӗсем Ӑна илме пынӑ. 22Унӑн ӑшӗнче – Веельзевул ▼▼Веельзевул – шуйттанӑн, усал сывлӑшсен пуҫлӑхӗн, пӗр ячӗ.
, Иисус усал сывлӑшсене усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тесе калаҫнӑ Иерусалимран пынӑ саккун вӗрентӳҫисем те. 23Иисус вӗсене аяккарах чӗнсе илнӗ те ытарлӑн ҫапла каланӑ: «Епле-ха шуйттан шуйттана хӑваласа кӑлартӑр? 24Хирӗҫсе-пайланса кайсан патшалӑх тытӑнса тӑраймасть, 25кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать. 26Шуйттан та, хӑйпе хӑй хирӗҫсен, пайланса кайсан, тытӑнса тӑраймасть; унӑн пӗтес вӑхӑчӗ ҫитнӗ пулать вара. 27Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтанах вӑйлӑскерне ҫыхса пӑрахмасӑр, никам та унӑн япалисене ҫаратаймӗ, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT