‏ Mark 3:20-30

Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?

(Мф. 12:22-32; Лк. 11:14-23; 12:10)

20Иисуспа вӗренекенӗсем пӗр ҫурта кӗнӗ. Каллех халӑх нумай пуҫтарӑннӑ пирки вӗсен апат ҫиме те май пулман. 21Иисусӑн ӑс-пуҫӗ йӗркеллех мар тенине илтсен тӑванӗсем Ӑна илме пынӑ. 22Унӑн ӑшӗнче – Веельзевул
Веельзевул – шуйттанӑн, усал сывлӑшсен пуҫлӑхӗн, пӗр ячӗ.
, Иисус усал сывлӑшсене усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тесе калаҫнӑ Иерусалимран пынӑ саккун вӗрентӳҫисем те.
23Иисус вӗсене аяккарах чӗнсе илнӗ те ытарлӑн ҫапла каланӑ: «Епле-ха шуйттан шуйттана хӑваласа кӑлартӑр? 24Хирӗҫсе-пайланса кайсан патшалӑх тытӑнса тӑраймасть, 25кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать. 26Шуйттан та, хӑйпе хӑй хирӗҫсен, пайланса кайсан, тытӑнса тӑраймасть; унӑн пӗтес вӑхӑчӗ ҫитнӗ пулать вара. 27Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтанах вӑйлӑскерне ҫыхса пӑрахмасӑр, никам та унӑн япалисене ҫаратаймӗ, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ. 28Чӑн калатӑп сире, этем ывӑлӗсен кирек епле ҫылӑхӗсем те, кирек епле хурласа калаҫнисем те каҫарӑнӗҫ. 29Анчах та кам Святой Сывлӑша хурлать, ӑна ӗмӗрне те каҫару пулмӗ. Ҫав ҫын ӗмӗрлӗхех айӑплӑ пулма тивӗҫлӗ». 30Унӑн ӑшӗнче усал сывлӑш ларать тенӗрен Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT