Mark 4:10-12
Ытарлӑн калани ҫинчен
(Мф. 13:10-17; Лк. 8:9-10)
10Халӑх салансан, унта юлнӑ ҫынсем тата вун икӗ вӗренекенӗ Унран ытарлӑн калани ҫинчен ыйтнӑ. 11– 12Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ. Ыттисене вара, тивӗҫлӗ маррисене, Эпӗ йӑлтах ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем куҫӗпе пӑхсан та курмаҫҫӗ, хӑлхипе илтсен те ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та, ҫылӑхӗсене каҫарттарас тесе, Турӑ енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT