Mark 4:13-20
Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарни
(Мф. 13:18-23; Лк. 8:11-15)
13«Ҫак ытарлӑха та ӑнланмастӑр-и? – тенӗ вӗсене Иисус. – Ыттисене вара епле ӑнланса илӗр? 14Акаҫӑ Турӑ сӑмахӗ акать. 15Ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет: хӑш-пӗрисем вӗрентнӗ сӑмаха итлеҫҫӗ, анчах та илтсенех вӗсем патне шуйттан пырать те вӗсен чун-чӗрине акнине вӑрласа каять. 16Ҫавнашкалах чуллӑ ҫӗре ӳкни те Турӑ сӑмахне илтсе ӑна тӳрех хавасланса йышӑнакансене пӗлтерет, 17анчах та вӗсем питӗ иккӗленчӗк, чун-чӗрисем тымарсӑр. Каярахпа, сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӗсем тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнаҫҫӗ. 18Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсенех пӗлтерет, 19анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗпе ытти илӗртӳсем вӗсен чунне тулса сӑмаха пусса лартаҫҫӗ те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. 20Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе ҫав сӑмаха хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, вӗсен чӗринчи сӑмах тӗшӗ кӑларать. Ҫапла вара, пӗринчен вӑтӑр пӗрчӗ, тепринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепринчен ҫӗр пӗрчӗ пулать».
Copyright information for
ChvIBTNT