Mark 4:21-25
Ҫутаткӑҫпа виҫе ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Лк. 8:16-18)
21Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫутаткӑҫа чӳлмекпе хуплама е кравать айне лартма илсе пыраҫҫӗ-им? Ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтармаҫҫӗ-им? 22Вӑрттӑнни те паллӑ пулатех, пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех. 23Илтме хӑлха пурри илттӗр!» 24Тата вӗсене каланӑ: «Ман сӑмахӑма тимлӗн итлӗр. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ. Сире, сӑмахӑма итлекенсене, ытларах та хушса парӗҫ. 25Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ».
Copyright information for
ChvIBTNT