Mark 5:1-20
Усал ернӗ ҫынна сыватни
(Мф. 8:28-34; Лк. 8:26-39)
1Иисуспа вӗренекенӗсем тинӗс леш енчи Гадара ҫӗрне ҫитсе чарӑннӑ. 2Иисус кимӗ ҫинчен ансанах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ пӗр ҫын тӗл пулнӑ. 3Вӑл ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенче пурӑннӑ, ӑна никам та сӑнчӑрласа та чарайман. 4Ҫынсем темиҫе хут та унӑн алли-урине сӑнчӑрласа-тимӗрлесе пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ. Ӑна никам та лӑплантарма пултарайман. 5Ҫав ҫын яланах, кунӗн-ҫӗрӗн сӑртсем ҫинче тата ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхра кӑшкӑрашса, хӑйне-хӑй чулпа ҫапса сусӑрлатса ҫӳренӗ. 6Вӑл, Иисуса инҫетренех асӑрхаса, Ун патне чупса пынӑ та чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ. 7«Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ Иисус! – тесе хыттӑн кӑшкӑрнӑ вӑл. – Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Турӑ ячӗпе Сана тархаслатӑп, ан асаплантар мана». 8Мӗншӗн тесен Иисус ӑна: «Усал сывлӑш, тух ҫак ҫын ӑшӗнчен», – тенӗ пулнӑ. 9«Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ унран Иисус. «Эпир нумаййӑн, ҫавӑнпа та эпӗ „пулккипех“ятлӑ», – тенӗ Ӑна лешӗ. 10Унтан хӑйсене ҫав тӑрӑхран хӑваласа ан ятӑр тесе вӗсем Иисуса йӑлӑнсах тархасланӑ. 11Ҫавӑнтах, ту патӗнче, пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 12Усалсем пурте Иисуса: «Пире ҫав сыснасен ӑшне кӗме ярсам», – тесе йӑлӑннӑ. 13Иисус ҫавӑнтах вӗсене ирӗк панӑ. Вара усал сывлӑшсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Унтан сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ, пурте путса вилнӗ. Кӗтӳре икӗ пине яхӑн сысна пулнӑ. 14Сысна пӑхакансем вара хуланалла чупнӑ та ҫавӑн ҫинчен хулара тата таврари ялсенче кала-кала кӑтартнӑ. Халӑх мӗн пулнине курма тухнӑ. 15Хайхисем Иисус патне пынӑ та акӑ мӗн курнӑ: ҫав ҫын, пулккипе усал ернӗскер, тумланса ларнӑ та чипер ӑс-тӑнпах ларать. Ҫакна курсан вӗсем хӑрасах кайнӑ. 16Куҫӑн курнисем вӗсене усал ернӗ ҫынпа мӗн пулса иртнине те, сыснасем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. 17Вара халӑх Иисуса хӑйсен ҫӗрӗ-шывӗнчен кайма тархасла пуҫланӑ. 18Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи усал ернипе асапланнӑ ҫын хӑйне те пӗрле илме йӑлӑннӑ. 19Анчах та Иисус ӑна пӗрле илмен. «Эсӗ киле кай та Хуҫа Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине тӑванусене каласа кӑтарт», – тесе кӑна хушса хӑварнӑ. 20Унтан ҫав ҫын Вунхула ҫӗрне кайнӑ та Иисус ӑна мӗн туни ҫинчен каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Вара пурте тӗлӗннӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT