Mark 5:21-43
Иаир хӗрне чӗртни тата юн каякан хӗрарӑма сыватни
(Мф. 9:18-26; Лк. 8:40-56)
21Иисус тинӗс леш енчен кимӗпе каялла тавӑрӑннӑ. Хӑй патне халӑх йышлӑ пухӑннӑран Вӑл пӗр вӑхӑт тинӗс хӗрринчех пулнӑ. 22– 23Ҫавӑнта синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаир ятлӑскер, пынӑ. Иисуса курсанах, Ун ури умне ӳксе, вӑл питӗ хытӑ тархасла пуҫланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, пырсамччӗ, сывалса чӗрӗ юлтӑр тесе ун ҫине аллуна хурсамччӗ». 24Вара Иисус унпа пӗрле кайнӑ. Ун хыҫҫӑн халӑх йышлӑн кӗпӗрленсе пынӑ. 25Ҫавӑнта юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм пулнӑ. 26Вӑл тӗрлӗ тухтӑрсем патне ҫӳресе нумай нуша курнӑ, пӗтӗм укҫи-тенкине пӗтернӗ, анчах ним усси те пулман, унӑн сывлӑхӗ пушшех япӑхланса пынӑ. 27– 28Ҫав хӗрарӑм Иисус ҫинчен илтсе пӗлнӗ. «Унӑн тумтирне те пулин сӗртӗнсен сывалӑттӑм», – тесе шухӑшланӑ вӑл. Вара хайхискер халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтирне сӗртӗннӗ. 29Ҫавӑнтах хӗрарӑмӑн юн кайма пӑрахнӑ, чир-чӗртен сывалнине вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ. 30Иисус, Хӑйӗнчен хӑват тухнине чунӗпе ҫав самантрах сиссе, халӑха пӑхса ҫавӑрӑннӑ та: «Тумтирӗме кам сӗртӗнчӗ?» – тенӗ. 31Вара вӗренекенӗсем Ӑна ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн тавра халӑх кӗпӗрленнине курса тӑнӑ ҫӗртех епле-ха Эсӗ: „Тумтирӗме кам сӗртӗнчӗ?“– тетӗн». 32Анчах та Иисус, Хӑйне кам сӗртӗннине курас тесе, ҫаплипех йӗри-тавралла пӑхкаланӑ. 33Хӑранипе чӗтреме ернӗ хӗрарӑм вара, хӑйпе мӗн пулса иртнине пӗлекенскер, Иисус патне пынӑ та Ун умне ӳксе тӗрӗссине каласа панӑ. 34«Хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана. Канӑҫлӑ каях, чирӳнтен сывал!» – тенӗ вара ӑна Иисус. 35Иисус ҫак сӑмахсене каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хӗрӳ вилсе кайрӗ ӗнтӗ. Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата?» 36Анчах та Иисус, ҫак сӑмахсене илтсенех, синагога пуҫлӑхне: «Ан хӑра, ӗнен кӑна», – тенӗ. 37Вара Вӑл Петрпа Иаковсӑр пуҫне, Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне Хӑй хыҫҫӑн никама та пыма хушман. 38Иисус синагога пуҫлӑхӗн килне ҫитнӗ те аптӑраса кайнӑ ҫынсене курнӑ, хӳхлесе хыттӑн йӗнине илтнӗ. 39«Мӗншӗн каплах кулянса йӗретӗр? – тенӗ Вӑл пӳрте кӗрсенех. – Хӗр ача вилмен, ҫывӑрать кӑна». 40Ҫынсем Иисусран кулма пуҫланӑ. Анчах та Вӑл ыттисене пӳртрен тухма хушнӑ та хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗпе тата Хӑйпе пулнисемпе пӗрле хӗр ача выртакан пӳлӗме кӗнӗ. 41Унтан хӗр ачана аллинчен тытнӑ та: «Талифа куми!» – тенӗ. Ку: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр!» – тенине пӗлтерет. 42Хӗр ача – вӑл ӗнтӗ вун икӗ ҫулсенче пулнӑ – вара тӳрех тӑнӑ та утма пуҫланӑ. Ҫакна курсан пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 43Ҫак ӗҫ пирки никам та ан пӗлтӗр тесе Иисус вӗсене ҫирӗппӗн каласах чарнӑ. Вара хӗре ҫимелли пама хушнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT