‏ Mark 6:1-6

Назарет ҫыннисем Иисуса ӗненменни

(Мф. 13:53-58; Лк. 4:16-30)

1Унтан Иисус ҫав вырӑнтан Хӑй ӳснӗ хулана тавӑрӑннӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ. 2Шӑмат кун ҫитсен Вӑл синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Итлекенсенчен чылайӑшӗ тӗлӗннипе ҫапла каланӑ: «Кунашкал пӗлӳ ӑҫтан тухать-ха Унӑн? Мӗнлескер-ши вӑл, Ӑна панӑ ӑслӑлӑх? Ҫавнашкал хӑватсене тума епле пултарать-ши Вӑл? 3Платник ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Вӑл Мария ывӑлӗ, Иаковпа Иосийӑн, Иудӑпа Симонӑн тӑванӗ кӑна-иҫ! Унӑн аппӑшӗсем те кунтах, хамӑр хушшӑмӑртах мар-им вара?» Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман. 4Иисус вара вӗсене каланӑ: «Хисеплемен пророк пулмасть, хисеп тумасан та ӑна тӑван ҫӗр-шывӗнче тата тӑван халӑхӗ хушшинче, хӑй килӗнче кӑна хисеп тумаҫҫӗ». 5Вӑл унта нимӗнле хӑват та кӑтартман, хӑш-пӗр чирлӗ ҫынсене кӑна аллине хурса сыватнӑ. 6Вӗсен ӗненменлӗхӗнчен Иисус питӗ тӗлӗннӗ. Унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
Copyright information for ChvIBTNT