‏ Mark 6:30-44

Пилӗк пин ҫынна тӑрантарни

(Мф. 14:13-21; Лк. 9:10-17; Ин. 6:1-14)

30Апостолсем Иисус патӗнче пуҫтарӑннӑ, хӑйсем мӗн-мӗн тунине, мӗн-мӗн вӗрентнине йӑлтах каласа панӑ. 31Килен-каян йышлӑ пулнӑран вӗсен апат ҫиме те май пулман, ҫавӑнпа Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Халӗ хамӑр кӑна ҫын ҫук вырӑна каяр та кӑштах канар». 32Вара вӗсем пӗр хӑйсем кӑна кимӗпе ҫын ҫук вырӑна ишсе кайнӑ. 33Ҫапах та вӗсем ишсе кайнине ҫынсем асӑрханӑ, чылайӑшӗ вӗсене палласа илнӗ. Тӗрлӗ хуласенчен тухнӑ халӑх, васкаса, ҫав вырӑна маларах ҫитнӗ те Иисус патне пухӑннӑ. 34Ҫыран хӗррине тухсан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вӑл ҫынсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. Вара Иисус вӗсене чылай вӗрентнӗ. 35Каҫ пулса килнӗрен вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, ӗнтӗ каҫ та пулса килет. 36Эсӗ ҫынсене таврари ялсене кайса хӑйсем валли ҫӑкӑр туянмашкӑн ярсамччӗ, вӗсен ҫиме ҫук». 37«Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тавӑрнӑ Иисус. «Вӗсене ҫитерме пӗр ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр кирлӗ. Кайса туянмалла-и вара пирӗн?» – тенӗ Ӑна. 38«Кайса пӑхӑр-ха, сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – тенӗ Иисус вӗсене. «Пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ», – тенӗ лешсем кайса пӗлнӗ хыҫҫӑн. 39Вара Иисус халӑха ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫерем ҫине лартма хушнӑ. 40Ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫӗршерӗн, аллӑшарӑн ларса тухнӑ. 41Унтан Иисус пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Ҫӑкӑрсене Вӑл халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те ҫавнашкалах валеҫнӗ. 42Пурте ҫисе тӑраннӑ. 43Унтан юлнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене, пулӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк туллиех пухнӑ. 44Ҫиекенсенчен арҫынсем кӑна пилӗк пине яхӑн пулнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT