Mark 6:45-52
Иисус шыв ҫийӗпе утни
(Мф. 14:22-33; Ин. 6:15-21)
45Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне, Вифсаидӑналла, кимӗпе ишсе каҫма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ. 46Халӑхпа сывпуллашсан Иисус ту ҫине кӗлтума кайнӑ. 47Каҫхине кимӗ тинӗс варрипе ишсе пынӑ, Иисус вара пӗчченех ҫыран хӗрринче пулнӑ. 48Вӑл вӗренекенӗсем кӗсменпе вӑйран кайса ҫиле хирӗҫ ишнине курнӑ. Тул ҫутӑласпа вара, тинӗс ҫийӗпе утса, Иисус вӗсем патне пынӑ, иртсе каясшӑн та пулнӑ. 49Вӑл тинӗс ҫийӗпе утса пынине курсан вӗренекенӗсем, куҫа мӗлке курӑнать пулӗ тесе, хӑранипе кӑшкӑрсах янӑ. 50Вӑл пурин куҫне те курӑннӑран вӗсен сехри хӑпнӑ та. Иисус вара ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ. 51Вӑл вӗсен кимми ҫине ларсанах ҫил чарӑннӑ. Вӗренекенӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 52Мӗншӗн тесен чунӗсем уҫӑлса ҫитеймен пирки вӗсем ҫӑкӑрпа тунӑ хӑвата та ӑнланса илеймен пулнӑ-ха.
Copyright information for
ChvIBTNT