‏ Mark 6:53-56

Геннисаретра чирлисене сыватни

(Мф. 14:34-36)

53Тинӗс урлӑ ишсе каҫсан вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ те ҫыран хӗррине пырса чарӑннӑ. 54 55Кимӗ ҫинчен ансанах унти ҫынсем Иисуса палласа илнӗ те йӗри-таврах Ун ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ. Вара чирлисене вырӑнӗ-мӗнӗпех Иисус ҫавӑнта тенӗ ҫӗре илсе пыра пуҫланӑ. 56Яла-и, хулана-и – Иисус кирек ӑҫта пырсан та – пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене уҫӑ лаптӑка илсе тухса вырттарнӑ. Вара Иисусран тумтир аркине те пулин сӗртӗнтерме йӑлӑннӑ. Ӑна сӗртӗнекенсем пурте сывалнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT