Mark 6:7-13
Иисус вун икӗ апостолне вӗрентсе ҫӳреме ярать
(Мф. 10:1, 5-15; Лк. 9:1-6)
7Иисус Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ. Вара вӗсене, усал сывлӑшсене пӑхӑнтарма хӑват парса, икшерӗн-икшерӗн вӗрентме янӑ. 8Иисус вӗсене ҫул ҫине туясӑр пуҫне нимӗн те: хутаҫ та, ҫӑкӑр та, вак укҫа та – илме хушман, 9чаплӑ пушмак тӑхӑнма та, тепӗр кӗпе илме те каламан. 10– 11«Сире хӑш ҫуртра хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, ҫав ҫуртра вӑл вырӑнтан кайма вӑхӑтӑр ҫитичченех пурӑнӑр, – тенӗ Иисус вӗсене. – Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, унтан тухса кайнӑ чухне эсир, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмак ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр. Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра хулисене ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче юлашки пуплев ҫук.
». 12Вӗсем вара кайнӑ та ҫылӑхран ӳкӗнме вӗрентсе ҫӳренӗ; 13нумай-нумай усал сывлӑш хӑваласа кӑларнӑ, чылай чирлӗ ҫынна ҫу сӗрсе сыватнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT