Mark 7:1-23
Ваттисен йӑли-йӗркине тытса пырасси ҫинчен
(Мф. 15:1-20)
1Пӗррехинче Иисус патне фарисейсем тата Иерусалимран пынӑ темиҫе саккун вӗрентӳҫи пухӑннӑ. 2Вӗсем Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем ҫуман, таса мар алӑпах ҫӑкӑр ҫинине асӑрханӑ та вӗсене ӳпкеленӗ. 3Кунта ҫакна каламалла: фарисейсем, пур иудейсем пекех, ваттисен йӑлипе аллисене тӗплӗн ҫумасӑр ҫимеҫҫӗ. 4Ҫавнашкалах пасартан тавӑрӑнсан та ҫӑвӑнас йӑлана туса ирттермелле, вара тин ҫимелле. Вӗсен тата ытти нумай йӑласене те тытса пымалла: савӑт-сапана та, сак-тенкеле те йӗркене пӑхӑнса ҫумалла. 5Унтан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусран ыйтнӑ: «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмаҫҫӗ, ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?» 6Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Сирӗн ҫинчен, икӗ питлӗскерсем ҫинчен, Исаия пророк Турӑ сӑмахӗсемпе аван ҫырса хӑварнӑ: „Ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Мана хисеплеҫҫӗ, анчах чун-чӗрипе Манран питӗ аякра. 7Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“. 8Эсир те Турӑ хушнине пӑрахӑҫласа этем шухӑшласа кӑларнӑ йӑласене ҫеҫ – савӑт-сапа ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти тем те пӗре – тытса пыратӑр». 9Иисус татах ҫапла каланӑ: «Эсир хӑвӑр йӑлӑра тытса пырас тесе Турӑ хушнине пӑрахӑҫлани лайӑх-им? 10Моисей ҫапла каланӑ пулнӑ-ҫке-ха: „Аҫу-аннӳне хисепле“тата „Ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр“. 11Эсир вара мӗне вӗрентетӗр? „Ҫын хӑй ашшӗне е амӑшне парассине „корван“(Турӑ валлилӗх) тесе уйӑрса хума пултарать“, – тетӗр эсир. 12Капла вӗренти вӑл ҫынна аҫушӑн е аннӳшӗн нимӗн тумасан та юрать тениех-ҫке. 13Ҫавнашкал япаласем эсир урӑх та нумай тӑватӑр. Ҫапла майпа эсир хӑвӑр кӑларнӑ йӑла-йӗркешӗн Турӑ сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр». 14Унтан Иисус халӑха чӗнсе ҫапла каланӑ: «Пурте Мана итлӗр те ӑнланса илӗр. 15Ҫынна тулашран кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултараймасть, ӑшран тухаканни ирсӗрлетет. 16Илтме хӑлха пурри илттӗр! ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук.
» 17Иисус халӑхран уйӑрӑлса пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫак ытарлӑх мӗне пӗлтернине ыйтнӑ. 18Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир те ҫав териех ӑнланусӑр-и? Тулашран кӗрекенни нимӗн те ҫынна ирсӗрлетме пултарайманнине те ӑнланмастӑр-и? 19Тулашран кӗрекенни ҫын чун-чӗрине мар, вар-хырӑмне кӗрет те тулашах тухать». (Ҫапла майпа Иисус мӗн пур апат-ҫимӗҫ таса пулнине пӗлтернӗ.) 20«Ӑшран тухаканни вара ҫынна Турӑ умӗнче ирсӗрлетет, – тенӗ Вӑл малалла. 21– 22– Мӗншӗн тесен усал шухӑшсем пурте: мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, ҫын вӗлересси, вӑрласси, ҫӑткӑнланасси, хаярланасси, улталасси, чарак ҫукки, кӗвӗҫесси, Турра хурласси, мӑнкӑмӑлланасси, ӑссӑрланасси – ҫын ӑшӗнчен, чун-чӗринчен тухаҫҫӗ. 23Ҫак пӗтӗм усаллӑх ӑшран тухать, ҫынна Турӑ умӗнче ирсӗрлетет».
Copyright information for
ChvIBTNT