‏ Mark 8:1-10

Тӑватӑ пин ҫынна тӑрантарни

(Мф. 15:32-39)

1Ҫав кунсенче пӗрре Иисус патне питӗ нумай халӑх пухӑннӑ. Ҫимелли вӗсен нимӗн те пулман. Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: 2«Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: ҫынсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫиме вӗсен нимӗн те ҫук. 3Килӗсене выҫах ярсан, вӗсем ҫул ҫинче халран кайӗҫ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри питӗ инҫетрен килнӗ». 4«Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, вӗсене тӑраниччен ҫитермелӗх кам ӑҫтан ҫӑкӑр тупма пултарӗ?» – тавӑрнӑ Ӑна вӗренекенӗсем. 5«Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Ҫиччӗ», – тенӗ вӗсем. 6Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ. Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та халӑха валеҫме вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, лешсем вара валеҫнӗ. 7Тата вӗсен кӑштах вӗтӗ пулӑ пулнӑ. Турра тав тунӑ хыҫҫӑн Иисус пуллине те халӑха валеҫме хушнӑ. 8Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ карҫинкка пухнӑ. 9 10Ҫиекеннисем тӑватӑ пине яхӑн пулнӑ. Халӑхпа сывпуллашсанах Вӑл вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Далмануфа ҫӗрне ишсе кайнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT