‏ Mark 8:14-21

Фарисейсен кӑвас тӗпӗ ҫинчен

(Мф. 16:5-12)

14Вӗренекенӗсем хӑйсемпе пӗрле ҫӑкӑр илме маннӑ, кимӗ ҫинче вӗсен пурӗ те пӗр ҫӑкӑр анчах пулнӑ. 15Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен, Иродӑн кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр». 16«Вӑл пирӗн ҫӑкӑр ҫуккишӗн ҫапла калать ӗнтӗ», – тенӗ вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче. 17Вара Иисус вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑрӑн ҫӑкӑр ҫукки пирки калаҫатӑр? Халичченех ӑнкарса, ӑнланса илейместӗр-и? Халичченех ӑс-тӑнӑрсем уҫӑлса ҫитеймерӗҫ-и? 18Куҫлӑ пулин те – курмастӑр-им? Хӑлхаллӑ пулин те – илтместӗр-им? Ҫакна астумастӑр-им: 19Эпӗ пилӗк ҫӑкӑра пилӗк пин ҫынна хуҫа-хуҫа парсан, юлашки юлнӑ татӑкӗсене миҫе кунтӑк туллиех пухрӑр-ха эсир?» «Вун иккӗ», – тавӑраҫҫӗ Ӑна. 20«Тата ҫичӗ ҫӑкӑра тӑватӑ пин ҫынна валеҫсе парсан, юлнӑ татӑкӗсене миҫе карҫинкка тултартӑр-ха?» «Ҫиччӗ», – теҫҫӗ лешсем. 21«Эппин мӗншӗн-ха халичченех ӑнланмастӑр?» – тенӗ вара Иисус.
Copyright information for ChvIBTNT