Mark 9:14-27
Усал сывлӑш ернӗ ачана сыватни
(Мф. 17:14-20; Лк. 9:37-43)
14Унтан Иисус, ытти вӗренекенӗсем патне пырсан, вӗсем тавра халӑх йышлӑн тӑнине, саккун вӗрентӳҫисем Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тавлашнине курнӑ. 15Ӑна асӑрхасанах пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе кайнӑ, ҫынсем Ун патне чупа-чупа пырса сывлӑх суннӑ. 16«Эсир вӗсемпе мӗн пирки тавлашатӑр?» – тесе ыйтнӑ Вӑл саккун вӗрентӳҫисенчен. 17Халӑх хушшинчен пӗри Ӑна ҫапла хуравланӑ: «Вӗрентекен! Эпӗ Сан патна чӗлхесӗр тӑвакан усал сывлӑш ернӗ ывӑлӑма илсе килтӗм. 18Ҫав усал сывлӑш ӑна ӑҫта ярса илет, ҫавӑнта ҫӗре ӳкерет. Вара ывӑлӑм кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, шӑнӑр туртнипе хытсах каять. Ҫав усала хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». 19Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин». 20Ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Усал сывлӑш Иисуса курнӑ-курманах ачана чӗтретсе пӑрахнӑ та, вӑл ҫӗре ӳксе, кӑпӑк кӑларса йӑвалана пуҫланӑ. 21«Ывӑлна капла пулни чылайранпа-и?» – ыйтнӑ вара Иисус ачан ашшӗнчен. «Мӗн пӗчӗкренех, – тенӗ лешӗ. 22– Усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вута та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ. Хӗрхенсем пире, мӗн те пулин тума пултарсан, пулӑшсам». 23Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать». 24Ача ашшӗ, куҫҫульленсе, ҫав самантрах: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! Ӗненсех ҫитерейместӗп пулсан, пулӑшсам!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. 25Иисус, халӑх васкаса пуҫтарӑннине курса, усал сывлӑша чарса каланӑ: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш, сана хушатӑп: тух ун ӑшӗнчен, текех нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр!» 26Вара усал сывлӑш кӑшкӑрса ярса, ачана чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ. Ача вилнӗ пек выртнине курсан: «Вилсе кайрӗ», – тенӗ чылайӑшӗ. 27Анчах та Иисус ӑна аллинчен тытса тӑратнӑ та, вӑл тӑнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT