Mark 9:2-13
Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни
(Мф. 17:1-13; Лк. 9:28-36)
2Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана ыттисенчен уйрӑммӑн Хӑйпе пӗрле ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ. Вара Унӑн сӑн-сӑпачӗ вӗсен умӗнчех улшӑннӑ: 3Унӑн тумтирӗ юр пек чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ, ҫӗр ҫинчи пӗр шуратакан та унашкал шуратаймасть. 4Сасартӑк вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Илияпа Моисей курӑннӑ. 5Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: «Равви! ▼▼Равви – еврейсем тӗн вӗрентӳҫисене ҫапла хисеплесе чӗннӗ.
Епле аван пире кунта. Атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли, тата теприне – Илия валли». 6Ҫакна вӑл ним калама аптӑранӑран каланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑраса ӳкнӗ пулнӑ. 7Сасартӑк вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ, пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ. 8Вӗренекенӗсем йӗри-тавралла йӑпӑр-япӑр пӑхкаланӑ, анчах та Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман. 9Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗсене мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман. 10Вӗсем хушнине итленӗ: ҫын ҫине сӑмах кӑларман. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси тени мӗне пӗлтерет-ши тесе кӑна пӗр-пӗринпе калаҫнӑ. 11«Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. 12Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех ӗнтӗ. Эппин мӗншӗн-ха Этем Ывӑлӗн нумай асап курмалла, мӑшкӑл тӳсмелле тесе те ҫырнӑ? 13Калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах та, Ҫырнинче каланӑ пекех, унпа ҫынсем хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫ».
Copyright information for
ChvIBTNT