Mark 9:2-8
Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни
(Мф. 17:1-13; Лк. 9:28-36)
2Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана ыттисенчен уйрӑммӑн Хӑйпе пӗрле ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ. Вара Унӑн сӑн-сӑпачӗ вӗсен умӗнчех улшӑннӑ: 3Унӑн тумтирӗ юр пек чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ, ҫӗр ҫинчи пӗр шуратакан та унашкал шуратаймасть. 4Сасартӑк вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Илияпа Моисей курӑннӑ. 5Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: «Равви! ▼▼Равви – еврейсем тӗн вӗрентӳҫисене ҫапла хисеплесе чӗннӗ.
Епле аван пире кунта. Атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли, тата теприне – Илия валли». 6Ҫакна вӑл ним калама аптӑранӑран каланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑраса ӳкнӗ пулнӑ. 7Сасартӑк вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ, пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ. 8Вӗренекенӗсем йӗри-тавралла йӑпӑр-япӑр пӑхкаланӑ, анчах та Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.
Copyright information for
ChvIBTNT