‏ Mark 9:42-48

Илӗртӳсем ҫинчен

(Мф. 18:6-9; Лк. 17:1-2)

42Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ. 43Сана аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ аллупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа чӑлаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах. 44Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест
44-мӗш, 46-мӗш, 48-мӗш сӑвӑсем вырӑсла куҫарусенче пӗрешкелех. Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче 44-мӗшпе 46-мӗш сӑвӑсем ҫук.
.
45Сана уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ урупа тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа уксаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах. 46Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест. 47Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен Турӑ Патшалӑхне хӑрах куҫлӑн кӗни саншӑн лайӑхрах. 48Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест.
Copyright information for ChvIBTNT