Matthew 1:1-17
Иисус Христосӑн йӑх тымарӗ
(Лк. 3:23-38)
1Авраампа Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ Иисус Христосӑн йӑх-несӗл тымарӗ. 2Авраам ачи Исаак пулнӑ; Исаак ачи – Иаков; Иаков ачисем Иудӑпа унӑн пӗртӑванӗсем пулнӑ; 3Иуда ачисем – Фареспа Зара, вӗсен амӑшӗ Фамарь пулнӑ. Фарес ачи – Есром, Есром ачи Арам пулнӑ; 4Арам ачи – Аминадав; Аминадав ачи – Наассон; Наассон ачи Салмон пулнӑ. 5Салмон ачи – Вооз, унӑн амӑшӗ Рахава пулнӑ. Вооз Овид ашшӗ пулнӑ, Овид амӑшӗ Руфь пулнӑ. Овид ачи Иессей пулнӑ; 6Иессей ачи Давид патша пулнӑ; Давид ачи – Соломон, Соломон амӑшӗ малтан Урия арӑмӗ пулнӑ; 7Соломон ачи – Ровоам, Ровоам ачи – Авия, Авия ачи Аса пулнӑ; 8Аса ачи – Иосафат, Иосафат ачи – Иорам, Иорам ачи Озия пулнӑ; 9Озия ачи – Иоафам, Иоафам ачи – Ахаз, Ахаз ачи Езекия пулнӑ. 10Езекия ачи – Манассия, Манассия ачи – Амон, Амон ачи Иосия пулнӑ; 11Иосия ачи – Иоаким; Израиль халӑхне Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн пӗртӑванӗсем ҫуралнӑ. 12Вавилона куҫарса кайнӑ хыҫҫӑн Иехонияран Салафииль ҫуралнӑ; Салафииль ачи Зоровавель пулнӑ; 13Зоровавель ачи – Авиуд, Авиуд ачи – Елиаким, Елиаким ачи Азор пулнӑ; 14Азортан Садок ҫуралнӑ; Садок ачи – Ахим, Ахим ачи Елиуд пулнӑ; 15Елиудран Елеазар ҫуралнӑ; Елеазар ачи – Матфан, Матфан ачи Иаков пулнӑ; 16Иаковран Мариян упӑшки Иосиф ҫуралнӑ, Мария вара Христос теекен Иисуса ҫуратнӑ. 17Ҫапла вара Авраамран пуҫласа Давида ҫитиччен пурӗ вун тӑватӑ сыпӑк. Давидран пуҫласа Вавилона куҫарса кайиччен те вун тӑватӑ сыпӑк. Вавилона куҫнинчен пуҫласа Христос ҫураличчен те вун тӑватӑ сыпӑк.
Copyright information for
ChvIBTNT