Matthew 10:5-15
5Ҫак вун икӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Иудейсем пурӑнман ҫӗрсене ан кайӑр, Самари хулине те ан кӗрӗр. 6Чи малтан Израиль халӑхӗ патне кайӑр, вӗсем ӗнтӗ ҫӗтсе кайнӑ сурӑхсем пекех. 7Ҫӳренӗ чухне вара: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ“, – тесе ӳкӗтлесе вӗрентӗр. 8Чирлисене сыватӑр, юхан-суранлисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр. Тӳлевсӗр илтӗр, тӳлевсӗрех парӑр. 9Хӑвӑрпа пӗрле укҫа таврашӗ ан илӗр: ылтӑннине те, кӗмӗллине те, пӑхӑррине те; 10Ҫул ҫине хутаҫ та, тепӗр кӗпепе пушмак та, туя та ан илӗр. Ӗҫлекене мӗн кирлине пама тивӗҫлӗ. 11Мӗнле те пулин хулана е яла ҫитсен унта кам шанчӑклине ыйтса пӗлӗр те кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр. 12Пӳрте кӗрсен ырӑ сунса: „Ҫак кил-ҫурта канӑҫлӑх пултӑр!“– тесе саламлӑр. 13Тивӗҫлӗ кил-ҫурт пулсан канӑҫлӑхӑр ун ҫине анӗ, тивӗҫсӗр пулсан эсир ырӑ сунни хӑвӑрах тавӑрӑнӗ. 14Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, ҫав кил-ҫуртран е хуларан тухса кайнӑ чухне эсир пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр. 15Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT