‏ Matthew 11:25-27

Ман патӑма килӗр те канлӗх илӗр

(Лк. 10:21-22)

25Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп. 26Ҫапла, Аттем! Санӑн ырӑ ирӗкӳ ҫавнашкал пулнӑ. 27Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест. Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ.
Copyright information for ChvIBTNT