‏ Matthew 12:22-32

Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?

(Мк. 3:20-30; Лк. 11:14-23; 12:10)

22Унтан Иисус патне усал ернӗ суккӑр тата чӗлхесӗр ҫынна ҫавӑтса пынӑ. Иисус ӑна сыватнӑ, ҫапла вара суккӑр тата чӗлхесӗр ҫын калаҫма та, курма та пуҫланӑ. 23Иисус мӗн тунине курсан пӗтӗм халӑх тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакӑ Давид йӑхӗнчен Суйласа илни мар-и?» – тесе ыйтнӑ ҫынсем. 24Ҫавна илтсен фарисейсем вара ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл урӑх нимӗнле хӑватпа та мар, усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать». 25Иисус, фарисейсен шухӑшӗсене пӗлсе, вӗсене ҫапла каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хирӗҫсе-пайланса кайсан пушанса юлать; кирек мӗнле хула та, кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать. 26Ҫавнашкалах, шуйттан шуйттана хӑваласа кӑларать пулсан, эппин вӑл хӑйпе хӑй хирӗҫет. Апла пулсан, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр? 27Эпӗ усалсене Веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, апла сирӗн халӑх ывӑлӗсем кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ? Ҫавӑнпа сире суд тӑвакансем те вӗсемех пулӗҫ. 28Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, паллах, сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать. 29Е тата, вӑйлӑ ҫынна малтанах ҫыхса пӑрахмасан, кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ-ха? Паллах, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ. 30Кам Ман майлӑ мар, ҫав Мана хирӗҫ; кам Манпа пухмасть, ҫав салатса пӗтерет. 31Ҫавӑнпа калатӑп сире: этемсен кирек епле ҫылӑхӗ те, хурлани те каҫарӑнӗ, анчах та Святой Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ. 32Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана каҫарӗҫ, Святой Сывлӑша хирӗҫ калакана вара кунти пурӑнӑҫра та, лери пурӑнӑҫра та каҫармӗҫ».
Copyright information for ChvIBTNT