‏ Matthew 14:13-21

Пилӗк пин ҫынна тӑрантарни

(Мк. 6:30-44; Лк. 9:10-17; Ин. 6:1-14)

13Иисус ҫавна илтсен ҫын ҫук вырӑна пӗчченех кимӗпе ишсе кайнӑ. Халӑх, ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, хуласенчен тухса Ун хыҫҫӑн ҫыран хӗррипе ҫуран утнӑ. 14Кимӗ ҫинчен ансан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вара Иисус, хӗрхенсе, вӗсен хушшинчи чирлисене сыватнӑ. 15Каҫ пуласпа вӗренекенӗсем Ун патне пырса ҫапла каланӑ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулса килет ӗнтӗ; ялсене кайса хӑйсем валли ҫимелли туянма халӑха яр». 16«Вӗсен каймалла мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус. 17Лешсем Иисуса каланӑ: «Пирӗн кунта пурӗ те пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ кӑна». 18«Вӗсене Мана илсе килсе парӑр-ха», – тенӗ Иисус. 19Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ, Хӑй пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара Иисус ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ҫӑкӑр татӑкӗсене халӑха валеҫсе панӑ. 20Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк туллиех пухнӑ. 21Хӗрарӑмсемпе ачасене шутламасан, ҫиекенӗсем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT