‏ Matthew 14:22-27

Иисус шыв ҫийӗпе утни

(Мк. 6:45-52; Ин. 6:15-21)

22Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне Хӑйӗнчен маларах ишсе каҫма хушнӑ, Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ. 23Халӑхпа сывпуллашсан Вӑл пӗчченлӗхре кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ, ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ. 24Ҫав вӑхӑтра кимӗ тинӗс варрине ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫил хирӗҫле пулнӑран кимме хумсем лӑсканӑ. 25Тул ҫутӑласпа вара Иисус вӗренекенӗсем патне тинӗс ҫийӗпе утса пынӑ. 26Вӗренекенӗсем, Вӑл тинӗс ҫийӗпе утса пынине курсан, пӑлханса ӳкнӗ те: «Куҫа мӗлке курӑнать», – тенӗ. Сехрисем хӑпнипе вӗсем кӑшкӑрсах янӑ. 27Иисус вӗсене ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ.
Copyright information for ChvIBTNT