‏ Matthew 14:22-33

Иисус шыв ҫийӗпе утни

(Мк. 6:45-52; Ин. 6:15-21)

22Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне Хӑйӗнчен маларах ишсе каҫма хушнӑ, Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ. 23Халӑхпа сывпуллашсан Вӑл пӗчченлӗхре кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ, ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ. 24Ҫав вӑхӑтра кимӗ тинӗс варрине ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫил хирӗҫле пулнӑран кимме хумсем лӑсканӑ. 25Тул ҫутӑласпа вара Иисус вӗренекенӗсем патне тинӗс ҫийӗпе утса пынӑ. 26Вӗренекенӗсем, Вӑл тинӗс ҫийӗпе утса пынине курсан, пӑлханса ӳкнӗ те: «Куҫа мӗлке курӑнать», – тенӗ. Сехрисем хӑпнипе вӗсем кӑшкӑрсах янӑ. 27Иисус вӗсене ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ. 28«Хуҫам! – тенӗ Ӑна Петр. – Енчен те Ку Эсех пулсан, эппин мана та Хӑв патна шыв ҫийӗпе пыма хуш». 29«Кил», – тенӗ Иисус. Петр вара кимӗрен тухса шыв ҫийӗпе Иисус патне утнӑ. 30Анчах та ҫил вӑйлине асӑрхасан вӑл хӑранипе пута пуҫланӑ. «Хуҫам! Ҫӑлсам мана!» – тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл. 31Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ. «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекен, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн эсӗ иккӗленсе кайрӑн?» 32Вӗсем кимӗ ҫине ларсанах ҫил лӑпланнӑ. 33Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса, пуҫҫапса ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ!»
Copyright information for ChvIBTNT