‏ Matthew 15:1-20

Ваттисен йӑли-йӗркине тытса пырасси ҫинчен

(Мк. 7:1-23)

1Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус патне Иерусалимри саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем пынӑ та ҫапла каланӑ: 2«Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмасӑр ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?» 3Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир мӗншӗн тата хӑвӑр йӑла-йӗркӗре Турӑ хушнинчен мала хуратӑр? 4„Аҫу-аннӳне хисепле“тата „Ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр“тесе Турӑ каланӑ-ҫке-ха. 5 6Эсир вара: „Кам хӑй ашшӗне е амӑшне парассине Турра асӑнса парать, ҫав ашшӗ-амӑшӗ умӗнче парӑмлӑ мар“, – тесе вӗрентетӗр. Ҫапла каласа эсир хӑвӑр йӑла-йӗркешӗн Турӑ пил-хушӑвне пӑрахӑҫлатӑр. 7Эй, икӗ питлӗскерсем! Сирӗн ҫинчен Исаия пророк Турӑ сӑмахӗсемпе аван каланӑ: 8„Ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑмалла ҫывхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах чун-чӗрипе Манран питӗ аякра. 9Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“».

10Унтан Иисус халӑха чӗнсе ҫапла каланӑ: «Итлӗр те ӑнланса илӗр: 11Ҫынна ҫӑвара кӗрекенни мар, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлетет». 12Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Пӗлетӗн-и, ҫак сӑмахсене илтсен фарисейсем питӗ кӳренчӗҫ». 13«Манӑн Ҫӳлти Аттем акман кирек епле ӳсен-тӑран та кӑкланӗ, – тавӑрнӑ вара Иисус. 14– Фарисейсемшӗн ан кулянӑр, вӗсем суккӑрсене ҫавӑтса пыракан суккӑрсем. Енчен те суккӑра суккӑр ҫавӑтса пырать пулсан, вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ». 15«Ху ытарлӑ каланине пире ӑнлантарса парсамччӗ», – тесе ыйтнӑ Унран Петр. 16Иисус вара ҫапла каланӑ: «Сирӗн те ӑс-тӑнӑр халичченех уҫӑлса ҫитеймерӗ-и? 17Ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрсе тулашах тухнине халиччен те ӑнланмастӑр-и? 18Ҫӑвартан тухаканни вара – чун-чӗререн тухать, ҫынна Турӑ умӗнче ҫавӑ ирсӗрлетет. 19Мӗншӗн тесен ҫак усал шухӑшсем пурте: ҫын вӗлересси, мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, судра суйса пӗлтересси, хурласси чун-чӗререн тухаҫҫӗ. 20Ҫынна Турӑ умӗнче ҫавсем ирсӗрлетеҫҫӗ. Алӑ ҫумасӑр ҫини вара ҫынна ирсӗрлетмест».
Copyright information for ChvIBTNT