‏ Matthew 15:21-28

Хананей хӗрарӑмӗн ӗненӗвӗ

(Мк. 7:24-30)

21Унтан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне тухса кайнӑ. 22Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах. 23Иисус ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен. Вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та: «Ку хӗрарӑма кайма хуш-ха, вӑл пӗрмай пирӗн хыҫран кӑшкӑрашса пырать», – тенӗ. 24«Турӑ Мана Израиль ӑрӑвӗн ҫӗтсе кайнӑ сурӑхӗсем патне кӑна янӑ», – тесе тавӑрнӑ Иисус. 25Ҫапах та хӗрарӑм пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Хуҫам! Пулӑшсам мана!» – тенӗ. 26Иисус вара ҫапла тавӑрнӑ: «Ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар». 27«Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫам, – тенӗ хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те хуҫисен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке». 28Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрнӑ: «Эй, хӗрарӑм! Санӑн ӗненӗвӳ чӑнласах та ҫирӗп, ху ыйтнӑ пек пултӑр эппин». Вара унӑн хӗрӗ ҫав самантрах сывалнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT