Matthew 15:32-39
Тӑватӑ пин ҫынна тӑрантарни
(Мк. 8:1-10)
32Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли те вӗсен нимӗн те ҫук. Ҫул ҫинче халтан каясран Ман вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест». 33«Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, ҫакӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ӑҫтан ҫӑкӑр тупас пирӗн?» – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем. 34«Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – ыйтнӑ Иисус. «Ҫичӗ ҫӑкӑрпа темиҫе пӗчӗк пулӑ», – тавӑрнӑ лешсем. 35Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ. 36Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа тыттарнӑ, вӗренекенӗсем халӑха валеҫсе панӑ. 37Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ карҫинкка туллиех пухнӑ. 38Хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, ҫиекенӗсем пурӗ тӑватӑ пин ҫын пулнӑ. 39Кайран Иисус, халӑхпа сывпуллашса, кимӗ ҫине ларнӑ та Магдала ҫӗрне ишсе кайнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT