‏ Matthew 16:21-28

Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен калани

(Мк. 8:31–9:1; Лк. 9:22-27)

21Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ. 22Ҫавӑн чухне Петр Ӑна аяккалла чӗнсе илнӗ те хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Турӑ хӑтартӑрах! Санпала унашкалли ан пултӑрах!» 23Иисус вара Петр енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Мана илӗртсе иккӗлентеретӗн; эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн». 24Унтан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пыракан пулас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр. 25Мӗншӗн тесен хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑварас текен ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна тупӗ. 26Ҫын, пӗтӗм тӗнчене хӑй аллине илсен те, хӑй чунне сиен тусан, ӑна мӗн усси пулӗ? Ҫын хӑй чунне мӗн хакпа илейӗ? 27Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ. 28Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Патша пулса килекен Этем Ывӑлне курмасӑр та вилмӗҫ».
Copyright information for ChvIBTNT