Matthew 17:1-13
Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни
(Мк. 9:2-13; Лк. 9:28-36)
1Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана кӑна Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ. 2Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ. 3Сасартӑк вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Моисейпа Илия курӑннӑ. 4Вара Петр Иисуса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Пире кунта епле аван. Кӑмӑлу пулсан, эпир кунта виҫӗ хӳшӗ тӑвӑпӑр: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». 5Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ. 6Ҫакна илтсен Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑранипе ҫӗр ҫумне тӗшӗрӗлнӗ. 7Иисус вӗренекенӗсем патне пынӑ та вӗсене сӗртӗнсе каланӑ: «Тӑрӑрах, ан хӑрӑр». 8Пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхсан вӗсем Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман. 9Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗренекенӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак курӑну пирки никама та ан калӑр». 10«Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. 11Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе йӑлтах хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех. 12Анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна ҫынсем паллаймарӗҫ, унпа хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫех. Вӗсем Этем Ывӑлне те ҫавнашкал асап кӑтартӗҫ». 13Вара вӗренекенӗсем хӑйсене Иисус Шыва кӗртекен Иоанн пирки каланине ӑнланса илнӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT