‏ Matthew 17:1-8

Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни

(Мк. 9:2-13; Лк. 9:28-36)

1Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана кӑна Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ. 2Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ. 3Сасартӑк вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Моисейпа Илия курӑннӑ. 4Вара Петр Иисуса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Пире кунта епле аван. Кӑмӑлу пулсан, эпир кунта виҫӗ хӳшӗ тӑвӑпӑр: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». 5Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ. 6Ҫакна илтсен Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑранипе ҫӗр ҫумне тӗшӗрӗлнӗ. 7Иисус вӗренекенӗсем патне пынӑ та вӗсене сӗртӗнсе каланӑ: «Тӑрӑрах, ан хӑрӑр». 8Пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхсан вӗсем Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.
Copyright information for ChvIBTNT