‏ Matthew 17:14-18

Усал сывлӑш ернӗ ачана сыватни

(Мк. 9:14-29; Лк. 9:37-43)

14Иисуспа вӗренекенӗсем халӑх пухӑннӑ ҫӗре ҫитсессӗнех Ун патне пӗр ҫын ҫывхарнӑ та Ун умне чӗркуҫленнӗ. 15«Хуҫамӑр, ывӑлӑма хӗрхенсем: уйӑх ҫӗнелсен вӑл усал ернипе питӗ асапланать; тӑтӑшах е вута, е шыва сикет, – тенӗ ҫав ҫын. 16– Эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килнӗччӗ, анчах вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ». 17«Эй, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин», – тавӑрса каланӑ Иисус. 18Унтан Вӑл усала чарнӑ та, лешӗ ача ӑшӗнчен тухса тарнӑ. Арҫын ача ҫав самантрах сывалнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT