‏ Matthew 18:12-14

12Епле шутлатӑр эсир? Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫӗр пуҫ сурӑх пур тейӗпӗр. Вӑл, пӗр сурӑхне ҫухатсан, тӑхӑр вун тӑххӑрӑшне ту хушшинче хӑварса, ҫухалнине шырама каймӗ-и? 13Чӑн калатӑп сире: ҫав ҫын, сурӑхне тупсассӑн, уншӑн ытти ҫухалман тӑхӑр вун тӑхӑр сурӑхӗнчен те ытларах савӑнӗ. 14Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкалах: Вӑл ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар».
Copyright information for ChvIBTNT