Matthew 20:20-28
Зеведей ывӑлӗсем ыйтни
(Мк. 10:35-45)
20Ҫавӑн чухне Зеведей арӑмӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пӗрле Иисус патне пынӑ. Вӑл Иисуса ӳксе пуҫҫапсах темӗн тархасланӑ. 21«Сана мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ унран Иисус. Зеведей арӑмӗ Ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак икӗ ывӑлӑма Хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартма шантарсамччӗ». 22«Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр, – тавӑрнӑ вара Иисус. – Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и? ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и?» сӑмахсем ҫук.
» «Пултаратпӑр», – тенӗ ывӑлӗсем. 23«Эпӗ ӗҫес асап куркине сире те ӗҫме лекӗ, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе сире те тӗне кӗме тивӗ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Эпӗ кӗрес асап шывӗпе сире те тӗне кӗме тивӗ» сӑмахсем ҫук.
, анчах Хамран сылтӑм енне те, сулахай енне те лартаканӗ Эпӗ мар. Аттем вӑл вырӑнсене кам валли хатӗрленӗ, ҫавсем ларӗҫ». 24Ҫак сӑмахсене илтсен тепӗр вунӑ вӗренекенӗ икӗ пӗртӑвана питӗ тарӑхса кайнӑ. 25Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Халӑхсен патшисем халӑхпа хуҫаланнине, пуҫлӑхсем те халӑха пӑхӑнтарнине эсир пӗлетӗр. 26Сирӗн хушшӑрта вара апла пулмалла мар: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас текенӗн ыттисемшӗн тарҫӑ пулмалла. 27Хӑвӑр хушшӑрта малти пулас текенӗн ыттисемшӗн чура пулмалла. 28Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT