‏ Matthew 21:1-11

Иисус Христос Иерусалим хулине кӗни

(Мк. 11:1-11; Лк. 19:28-38; Ин. 12:12-19)

1Иисуспа вӗренекенӗсем Иерусалималла ҫывхарса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Елеон тӑвӗ патӗнчи Виффагине ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне 2ҫапла хушса янӑ: «Ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, кӗнӗ-кӗменех эсир унта тихаллӑ, кӑкарса хунӑ ашак амине курӑр. Эсир ӑна вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр. 3Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“– тесен, эсир ашаксем Хуҫамӑра кирлӗ тесе тавӑрӑр, вара сире вӗсене тӳрех парса ярӗҫ». 4Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланма пулса иртнӗ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: 5«Сион хӗрне
Сион хӗрне – Иерусалимра пурӑнакансене.
калӑр: акӑ йӑваш кӑмӑллӑ Патшу сан патна тихаллӑ, ӗҫе кӳлӗннӗ ашак ами ҫине утланса ҫывхарать».
6Вӗренекенӗсем вара яла кайнӑ та Иисус хушнӑ пек тунӑ. 7Ашак амипе тихине ҫавӑтса пырса, вӗсем хӑйсен тумтирӗсене ашаксем ҫине хунӑ, Иисус ҫав тумтирсем ҫине ларнӑ. 8Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене Иисус умне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, теприсем тата йывӑҫ турачӗсем касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ. 9«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна
Осанна – еврейла «ҫӑлсамччӗ» тенине пӗлтерет; ку сӑмахпа мухтав сӑмахӗ пек те усӑ курнӑ.
! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
10Иисус Иерусалима пырса кӗрсен пӗтӗм хула хускалса кайнӑ. «Кам-ши Ку?» – тӗлӗнсе каланӑ хула халӑхӗ. 11«Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.
Copyright information for ChvIBTNT