‏ Matthew 21:23-27

Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?

(Мк. 11:27-33; Лк. 20:1-8)

23Иисус Турӑ Ҫуртне пырса ҫынсене вӗрентнӗ чух Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем. 24Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур: эсир Мана каласан, Эпӗ те ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каласа парӑп. 25Иоанн шыва кӗртни ӑҫтан пулнӑ: ҫӳлтен-и е этемрен?» Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «„Ҫӳлтен“, – тесен, Вӑл пире: „Апла эсир Иоана мӗншӗн ӗненмерӗр?“– тейӗ. 26„Этемрен“, – теес, халӑхран хӑратпӑр, мӗншӗн тесен пурте Иоана пророк тесе шутлаҫҫӗ“». 27«Пӗлместпӗр», – тенӗ вара вӗсем Иисуса. «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тавӑрнӑ Иисус вӗсене.
Copyright information for ChvIBTNT