‏ Matthew 21:33-46

Усал пахчаҫӑсем ҫинчен каланӑ ытарлӑх

(Мк. 12:1-12; Лк. 20:9-19)

33«Тата тепӗр ытарлӑх итлесемӗр. Пӗр кил хуҫи пулнӑ. Вӑл иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй урӑх ҫӗре кайнӑ. 34Ҫырла татма вӑхӑт ҫитсессӗн хайхи хуҫа хӑйӗн тарҫисене пахчаҫӑсем патне хӑйӗн ҫырлине илме янӑ. 35Анчах та лешсем унӑн тарҫисене ярса тытнӑ та хӑшне хӗнесе тӑкнӑ, хӑшне ҫапса пӑрахнӑ, хӑшне тата чулпа пере-пере вӗлернӗ. 36Хуҫа вара урӑх тарҫисене янӑ. Вӗсем малтанхисенчен те йышлӑрах пулнӑ, анчах та пахчаҫӑсем кусемпе те ҫаплах хӑтланнӑ. 37Юлашкинчен хуҫи вӗсем патне ывӑлне янӑ. „Ывӑлӑмран вӑтанӗҫех“, – тесе шухӑшланӑ вӑл. 38Пахчаҫӑсем вара хуҫа ывӑлне курсанах пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те вӑл илес еткере хамӑр илер“. 39Вара ӑна тытнӑ та пахчаран илсе тухса вӗлернӗ. 40Ӗнтӗ пахча хуҫи килсен ҫав пахчаҫӑсене мӗн тӑвӗ?» 41«Ҫав усал тӑвакансене усал вилӗмпе вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене, ҫимӗҫе вӑхӑтра парса тӑракан пахчаҫӑсене, тара парӗ», – тенӗ Ӑна. 42Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и? 43Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна тивӗҫлӗ ҫимӗҫ кӳрекен халӑха парӗҫ. 44Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ
Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук.
».
45Унӑн ытарлӑхӗсене илтсессӗн аслӑ священниксемпе фарисейсем Иисус хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. 46Вара вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем Ӑна Пророк тесе шутланӑ.
Copyright information for ChvIBTNT