‏ Matthew 22:1-10

Туй ӗҫки-ҫики ҫинчен каланӑ ытарлӑх

(Лк. 14:15-24)

1Иисус вӗсене татах ытарлӑн каласа вӗрентме пуҫланӑ: 2«Ҫӳлти Патшалӑх хӑйӗн ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса паракан патша евӗрлӗ. 3Вӑл хӑйӗн чурисене туя чӗнсе хунисене йыхрав тума янӑ, анчах лешсем пырасшӑн пулман. 4Вара патша урӑх чурисене ҫапла каласа янӑ: „Чӗнсе хунисене калӑр: ӗҫкӗм-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, вӑкӑрсемпе самӑртнӑ выльӑхсене те пустартӑм, йӑлтах хатӗр, туя килме кӑмӑл тусамӑр“. 5Чӗнсе хунисем вара, йыхравланине хисепе хумасӑр, хӑшӗ – хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ. 6Теприсем тата хайхи чурасене ярса тытнӑ та мӑшкӑл туса вӗлернӗ. 7Ҫакӑн ҫинчен илтсен патша питӗ ҫилленсе кайнӑ. Вара хӑйӗн ҫарне ярса ҫав ҫын вӗлеренсене хӑйсене те вӗлерттернӗ, хулине ҫунтарса яма хушнӑ. 8Унтан вӑл чурисене ҫапла каланӑ: „Ӗҫкӗ-ҫикӗм хатӗр ӗнтӗ, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ. 9Ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, пурне те туя чӗнӗр“. 10Вара чурисем ҫул-йӗрсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те – усаллисене те, ыррисене те – чӗнсе пынӑ. Ӗҫкӗ-ҫикӗре хӑна-вӗрле туллиех пулнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT