‏ Matthew 22:23-33

Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ыйтни

(Мк. 12:18-27; Лк. 20:27-40)

23Ҫав кунах Иисус патне вилнисем чӗрӗлессе ӗненмен саддукейсем пынӑ. Вӗсем Унран ыйтнӑ: 24«Вӗрентекен! Моисей ҫапла каланӑ пулнӑ: „Кам та пулин вилсен, унран ача-пӑча юлмасан, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“. 25Пирӗн патра ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, арӑмӗ вара шӑллӗне юлчӗ. 26Иккӗмӗшӗ те, виҫҫӗмӗшӗ те, пурте – ҫиччӗмӗшӗ таранах – ҫапла вилсе пычӗҫ. 27Пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ. 28Ӗнтӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ ӗнтӗ? Вӑл пуринпе те пурӑннӑ-ҫке-ха». 29Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмен пирки аташатӑр. 30Чӗрӗлсе тӑнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Туррӑн ангелӗсем пек пулаҫҫӗ. 31Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Турӑ сире каланӑ ҫак сӑмахсене эсир вуламан-им? 32„Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им Вӑл? Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри». 33Ҫакна илтсен халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Copyright information for ChvIBTNT