‏ Matthew 23:37-39

Иисус Иерусалимшӑн кулянни

(Лк. 13:34-35)

37«Эй, Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! 38Ӗнтӗ ҫуртӑр пушанса юлать. 39Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“– тесе кӑшкӑрас вӑхӑтчен Мана урӑх кураймӑр».
Copyright information for ChvIBTNT