Matthew 24:15-21
Хӑрушӑ асап-хуйхӑ ҫитесси ҫинчен
(Мк. 13:14-23; Лк. 21:20-24)
15«Ҫапла вара, Турӑ Даниил пророк урлӑ калани ҫитсен, сӑваплӑ вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – 16вара Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр. 17Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр. 18Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр. 19Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ. 20Хӑвӑр тарас вӑхӑт хӗллене е шӑмат куна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 21Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли халиччен тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман, пулас та ҫук.
Copyright information for
ChvIBTNT