Matthew 24:15-28
Хӑрушӑ асап-хуйхӑ ҫитесси ҫинчен
(Мк. 13:14-23; Лк. 21:20-24)
15«Ҫапла вара, Турӑ Даниил пророк урлӑ калани ҫитсен, сӑваплӑ вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – 16вара Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр. 17Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр. 18Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр. 19Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ. 20Хӑвӑр тарас вӑхӑт хӗллене е шӑмат куна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 21Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли халиччен тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман, пулас та ҫук. 22Турӑ асап кунӗсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ. Анчах та Хӑй суйласа илнисене хӗрхенсе Турӑ ҫав кунсен шутне чакарӗ. 23Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“е „Авӑ унта“, – тесен ан ӗненӗр. 24Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ. 25Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм. 26Ҫапла вара: „Авӑ, Христос пуш хирте“, – тенине илтсен курма ан тухӑр, „Авӑ, Христос шалти пӳлӗмсенче“, – тенине илтсен те ан ӗненӗр. 27Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӗвел тухӑҫӗнчен пуҫласа хӗвел анӑҫне ҫитичченех ялтӑраса тӑракан ҫиҫӗм пек курӑнса килӗ. 28Виле выртакан вырӑна ӑмӑрт кайӑксем пуҫтарӑнӗҫ».
Copyright information for
ChvIBTNT