Matthew 24:23-28
23Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“е „Авӑ унта“, – тесен ан ӗненӗр. 24Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ. 25Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм. 26Ҫапла вара: „Авӑ, Христос пуш хирте“, – тенине илтсен курма ан тухӑр, „Авӑ, Христос шалти пӳлӗмсенче“, – тенине илтсен те ан ӗненӗр. 27Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӗвел тухӑҫӗнчен пуҫласа хӗвел анӑҫне ҫитичченех ялтӑраса тӑракан ҫиҫӗм пек курӑнса килӗ. 28Виле выртакан вырӑна ӑмӑрт кайӑксем пуҫтарӑнӗҫ».
Copyright information for
ChvIBTNT