Matthew 25:14-30
Талант ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Лк. 19:11-27)
14«Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулса иртӗ. Пӗр ҫын ют ҫӗр-шыва тухса каяс умӗн чурисене чӗнсе илнӗ те вӗсене хӑйӗн пурлӑхне пӑхса тӑма шанса хӑварнӑ. 15Кашнин пултарулӑхне кура хайхи хуҫа пӗр тарҫине пилӗк талант кӗмӗл укҫа, теприне икӗ талант, тата теприне пӗр талант уйӑрса панӑ, хӑй часах ҫула тухса кайнӑ. 16Пилӗк талант илни укҫине ӗҫе хывнӑ та татах пилӗк талант тупӑш тунӑ. 17Ҫавнашкалах, икӗ талант илни те тата икӗ талант тунӑ. 18Пӗр талант илни вара кайнӑ та хуҫи панӑ кӗмӗл укҫана ҫӗре чавса пытарнӑ. 19Чылай вӑхӑт иртсен хуҫи тавӑрӑннӑ та чурасем укҫапа мӗн тунине тӗрӗсле пуҫланӑ. 20Пилӗк талант илни тата тепӗр пилӗк талант илсе пынӑ та ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана пилӗк талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата пилӗк талант тупӑш турӑм“. 21„Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ“. 22Икӗ талант илни те пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана икӗ талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата икӗ талант тупӑш турӑм“. 23„Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна та хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑнах ӗнтӗ“. 24Унтан пӗр талант илни ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫам, эсӗ хытӑ чунлӑ ҫын иккенне эпӗ пӗлеттӗм: эсӗ акмасӑрах вырса илетӗн, сапмасӑрах пухса илетӗн. 25Ҫавӑнпа та санран хӑранипе эсӗ панӑ таланта ҫӗре чавса пытартӑм, акӑ санӑн укҫу“. 26„Эх, усал та кахал чура! – тавӑрнӑ ӑна хуҫи. – Эпӗ акмасӑрах вырнине, сапмасӑрх пухса илнине эсӗ пӗлнӗ. 27Эппин ман укҫама усламҫӑсене памаллаччӗ, тавӑрӑнсан вара эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм. 28Ӗнтӗ унран пӗр талантлӑх укҫине илӗр те вунӑ талантлӑ чурама парӑр. 29Мӗншӗн тесен камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ. Камӑн ҫук, мӗн пуррине те туртса илӗҫ. 30Юрӑхсӑр чурана тулашри тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр, унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ». Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ Иисус хыттӑн ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче юлашки пуплев ҫук.
.
Copyright information for
ChvIBTNT