‏ Matthew 26:17-25

Пасхӑна хатӗрленни

(Мк. 14:12-21; Лк. 22:7-14, 21-23; Ин. 13:21-30)

17Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнчех вӗренекенӗсем Иисуса ҫапла пырса каланӑ: «Ху валли пасха апачӗ ӑҫта хатӗрлеме хушатӑн?» 18Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене хулана пӗр ҫын патне кайма, ӑна Хӑйӗн сӑмахӗсене калама хушнӑ: «Манӑн вӑхӑтӑм ҫывхарчӗ, сан патӑнта Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха уявне тӑвас тетӗп». 19Вӗренекенӗсем Иисус хушнӑ пек тунӑ, пасха апачӗ хатӗрлесе хунӑ. 20Каҫ пулсан, Вӑл вун икӗ вӗренекенӗпе пӗрле ҫиме ларнӑ. 21«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус каҫхи апат ҫинӗ чухне, – сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ». 22Вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ, вара кашниех Ӑна: «Хуҫамӑр, эпӗ мар пулӗ те?» – тенӗ. 23«Манпа пӗр чашӑкран ҫиекенех Мана сутӗ, – тавӑрнӑ вара Иисус. 24– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпах пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ӑна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ». 25«Равви!
Равви – еврейсем тӗн вӗрентӳҫисене ҫапла хисеплесе каланӑ.
Эпӗ мар пулӗ те?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне ӑна тытса пама килӗшнӗ Иуда. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
Copyright information for ChvIBTNT