Matthew 26:47-56
Иисуса тытни
(Мк. 14:43-50; Лк. 22:47-53; Ин. 18:3-12)
47Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ. 48Сутаканӗ ушкӑнрисене ҫапла паллӑ пама калаҫса татӑлнӑ: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ, эсир вара Ӑна ярса тытӑр». 49Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Сывлӑх сунатӑп, Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ. 50Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Тусӑм, мӗн тума килнине ту!» Ҫав вӑхӑтра ыттисем Иисуса ҫавӑрса илнӗ те Ӑна ярса тытнӑ. 51Иисуспа юнашар тӑракансенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн хӑлхине касса татнӑ. 52Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Хӗҫне хӑй вырӑнне чик, мӗншӗн тесен хӗҫ ҫӗклекенсем хӗҫпех пӗтӗҫ. 53Е Эпӗ халӗ Аттемрен тархасласа ыйтма пултараймӑп тетӗн-и? Ыйтсан, Вӑл ҫак самантрах Ман патӑма вун икӗ пулккӑ та ытла ангел ярӗ. 54Ҫырнинче ҫапла пулмалла тесе калани вара епле пурнӑҫланӗ?» 55Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр. 56Ҫакӑ йӑлтах пророксем ҫырса хӑварни пурнӑҫланмашкӑн пулса иртрӗ». Ҫавӑн чухне мӗн пур вӗренекенӗ Ӑна пӑрахса тарнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT