Matthew 26:57-58
Иисуса Каиафа патне илсе пыни
(Мк. 14:53-65; Лк. 22:54-55, 63-71; Ин. 18:13-14, 19-24)
57Иисуса тытакансем Ӑна Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе пынӑ. Унта саккун вӗрентӳҫисемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем те пухӑннӑ пулнӑ. 58Аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Петр Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Вӑл ӗҫ епле вӗҫленессе курас шухӑшпа картишне кӗнӗ те унти тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT