‏ Matthew 26:71-75

71Вӑл хапхаран тухнӑ чухне ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ асӑрханӑ та унти ҫынсене каланӑ: «Ак ҫакӑ та Иисус Назорейпа пӗрлеччӗ». 72«Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тупа тусах туннӑ каллех Петр. 73Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Петр патне пырса: «Эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнченех, ку калаҫни-тунинчен те паллӑ», – тенӗ. 74Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ. 75Петр Иисус хӑйне автан авӑтиччен эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн тесе каланине аса илнӗ. Вара вӑл картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Copyright information for ChvIBTNT