‏ Matthew 27:15-26

Иисуса вӗлерме ыйтни

(Мк. 15:6-15; Лк. 23:13-25; Ин. 18:39–19:16)

15Пасха уявӗ тӗлне Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн тӗрмене хупнисенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ. 16Ҫавӑн чухне тӗрмере пӗр Варавва ятлӑ паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ. 17Хӑйӗн керменӗ умӗнче халӑх пухӑнсан Пилат ҫынсене ҫапла каланӑ: «Эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна е Турӑ Суйласа илни текен Иисуса?» 18Вӑл Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗрен ҫапла ыйтнӑ. 19Тата вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту! Эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре Уншӑн хытӑ асаплантӑм». 20Ҫапах аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Вараввӑна кӑларма, Иисуса вӗлерме ыйтмашкӑн халӑха ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех. 21«Сире иккӗшӗнчен хӑшне кӑларса памалла?» – тесе ыйтнӑ пуҫлӑх халӑхран. «Вараввӑна», – тенӗ ҫынсем. 22«Турӑ Суйласа илни текен Иисуса вара манӑн мӗн тумалла?» – тенӗ вӗсене Пилат. «Пӑталаттармалла!» – тенӗ пурте. 23«Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ пуҫлӑх. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 24Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илсе халӑх умӗнче аллине ҫунӑ та: «Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ яваплӑ мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр», – тенӗ. 25«Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр!» – тавӑрнӑ ӑна хирӗҫ пӗтӗм халӑх. 26Унтан Пилат Вараввӑна кӑларса янӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT